Калининградри Светлогорск хулинче ҫу уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче Раҫҫейри халӑхсен наци культурин ҫулсерен иртекен форумӗ пулнӑ.
Унта Мускаври чӑваш культурин обществин делегацийӗ хутшӑннӑ. «Ентеш» фольклор ансамблӗ те кайнӑ. Делегацие маларах асӑннӑ обществин председателӗ Лира Смирнова ертсе пынӑ.
Калининградри чӑвашсен «Туслӑх» организацийӗ илемлӗ экспозици хатӗрленӗ, чӑваш наци апат-ҫимӗҫне ас тивтерсе кӑтартнӑ, чӑваш сувенерине хатӗрлессипе ӑсталӑх сехечӗ ирттернӗ.
Ӗҫ тата кадрсем шыракан hh.ru сайтӑн тӗпчев служби Чӑваш Ен ҫыннисем урӑх региона тухса кайма хатӗррине тӗпченӗ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 35 проценчӗ ют ҫӗре кайма хатӗр, 40 проценчӗ кун пирки шухӑшлать. 19 проценчӗ ҫеҫ тӑван кӗтесрех юласшӑн.
Ыйтӑма хутшӑннӑ Чӑваш Ен ҫыннисенчен 24 проценчӗ Мускава пысӑк шалу, Краснодар тӑрӑхне лайӑх климӑт, Питӗре хӑтлӑ хула шыраса каяс кӑмӑллӑ. Пирӗн республика ҫыннисене ҫавӑн пекех Ленинград облаҫӗ (7%), Мускав облаҫӗ (6%), Крым (5%), Калининград облаҫӗ (4%), Тутарстан (2%), Тӗмен облаҫӗ (1%), Ҫӗнҫӗпӗр облаҫӗ (1%) илӗртеҫҫӗ.
— Вӑтӑр урлӑ каҫнисен, тата тӗрӗсрех каласан, 36 ҫул ҫурӑрисен панкрута тухас хӑрушлӑх пур. Ку пӗтӗмлетӗве Кредит историйӗсен наци бюровӗ тунӑ.
«Ҫаралса юлас» хӑрушлӑх тӗрлӗ регионта тӗрлӗрен. Пирӗн республикӑра 36,6 ҫултисен ҫапла хӑрушлӑх пулсан, ҫӗршывра ку цифра вӑтамран 37,8-па танлашать.
Кредит историйӗсен наци бюровне авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне 3900 кредитортан информаци ҫитнӗ. 500 пин ытла парӑма кӗрсе кайса ӑна 90 кун ытларах тӳлейменнисене финанс аналитикӗсем панкрута тухас хӑрушлӑхра тесе хаклаҫҫӗ. Ҫапла йыша лекнисенчен чи аслӑраххисем Камчатка крайӗнче (вӑтам ҫул — 40,7), Карачай-Черкес Республикинче (40,1 ҫул), Чукотка автономи округӗнче (39,2 ҫул), Калининградпа Магадан облаҫӗсенче (39,0 ҫул) пурӑнаҫҫӗ. Дагестанра 34,8 ҫултисенех панкрута тухас хӑрушлӑх пур, Ненецк автономи округӗнче — 35,7 ҫултисен, Алтай Республикинче — 35,8 ҫултисен, Мӑкшӑ Республикинче — 35,9 ҫултисен.
Паян Чӑваш Ен пайташӗсен Калининград облаҫӗпе паллашаҫҫӗ. Ӗҫлӗ ҫулҫӳрев икӗ кунлӑха тӑсӑлӗ. Йыша Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин, экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин, ҫар ҫыннисем, общество организацийӗсен пайташӗсем, А.В. Кочетов ячӗллӗ кадет шкулӗнче вӗренекенсемпе педагогсем кӗнӗ.
Паян пирӗннисем Калининград облаҫӗн Правительство пуҫлӑхӗн ҫумӗпе Михаил Плюхинпа тӗл пулмалла. Енсем килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва сӳтсе явмалла. Икӗ субъектӑн регионсем хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшне илсен, Калининград облаҫне 0,33 процент кӑна иккен. Пирӗн патран унта канихвет-печени, ҫипуҫ, ура тӑхӑнмалли, сӑрӑ тавраш, груз турттармалли вакун каять. Лерен кунта экскаватор, аш консерви, пулӑ килет. Ҫав вӑхӑтрах Калининград облаҫӗнче сӗтел-пукан, электротехника, йывӑҫ-чус тирпейлекен отрасльсем те аталаннӑ-мӗн.
Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Калининград облаҫӗнчи Балтийск хулине ҫарпа тинӗс флочӗн ветеранӗсен союзӗн ертӳҫипе Владимир Крюковскийпе Чӑваш Ен представителӗсем ҫитсе килнӗ. Аслисемпе пӗрле йышра А.В. Кочетов ячӗллӗ Шупашкарти кадет шкулӗнче вӗренекенсенчен хӑшӗсем те пулнӑ. Ҫавӑн чухне делегатсем пирӗн республикӑри чи лайӑх кадетсем «Р-2» катер ҫинче практика тухасси пирки калаҫса татӑлнӑ.
Кунсӑр пуҫне республикӑн Вӗренӳ тата Культура министерствисем Балтинчи ҫарпа тинӗс базин 20963-мӗш чаҫӗпе килӗштерсе ӗҫлеме килӗшӳ тунине те палӑртмалла. Унта шефла ҫыхӑну тытасси пирки сӑмах пырать. Пирӗннисем гвардин «Р-2» ракета катерне пӑхса тӑрӗҫ. Ҫар чаҫӗ ҫӗршывӑн ҫарпа тинӗс флочӗн тӗп командирӗ патне катера «Чӑваш Ен» ят парасси пирки ходатайствӑпа тухмалла.
Калининград облаҫӗнче пӗр тӗлӗнмелле вырӑн пур иккен. Кунти халӑх ӑна «Ташлакан вӑрман» е «Ӳсӗр вӑрман» тет имӗш. Ҫак вырӑнта пӗр ҫухрӑм сарлакӑш лаптӑкра иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулсенче лартнӑ хыр вӑрманӗ ӳсет. Хыр е чӑрӑш тесессӗн пире тӳрех яштака та ҫӳллӗ йывӑҫсем аса килеҫҫӗ пулсан, кунта пӗр тӳрӗ хыр та тупаймастӑр, пурте кукӑрӑлса-мӑкӑрӑлса пӗтнӗ. Темле хаяр ҫавраҫил килсе аркатнӑ тейӗн. Йывӑҫсем кукӑрӑлнӑ, пӗр-пӗринпе ҫыхланса явакланнӑ.
Ӑслайсем хальхи кун та ҫак тӗлӗнтермӗшӗн тупсӑмне палӑртаймаҫҫӗ иккен. Пӗрисем вырӑнти хурт-кӑпшанкӑна айӑплаҫҫӗ, теприсем вӑрман ларнӑ вырӑнти ҫӗрсем сӗткенлӗхӗ ҫитменрен теҫҫӗ. Космоса айӑплакансем те пур иккен.
Ҫакӑн евӗр ытти вырӑнсене асӑнас пулсан тӗнчере тата тепӗр икӗ лаптӑк пур иккен: пӗри Казахстанри «Ташлакан хырлӑх», тепри — Дани ҫӗршывӗнчи «Шуйтан вӑрманӗ».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |